Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх

 

9880Авӑн артакӗ артаклать вӑл.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9881Авӑн ашакан вӑкӑрӑн ҫӑварне ан пӳл.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9882Авӑн илнӗ чух автан та самӑр.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9883Авӑн ҫапаканӑн сӑмах ҫапма вӑхӑт ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9884Авӑн ҫапасси аякран пӑхса тӑма ҫеҫ аван.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9885Авӑн ҫапасси вӑл ача вӑййи мар.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9886Авӑн ҫапасси выҫ хырӑмла пулас ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9887Авӑн уйӑхӗ ҫитмесӗр ан савӑн.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9888Авӑн яшки автанлӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9889Авӑнмасӑр авӑн ӗҫне тума ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9890Авӑнра пӗр пӗрчӗ ҫухалсан та, килес ҫул акас пин пӗрчӗ ҫухалать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9891Авӑрсан пӑрҫа та вӗтелет.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9899Ака пуҫпе мул пулать, йӗп вӗҫӗпе тум пулать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9892Ака ҫинче тӗрен те ҫуталать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9893Ака тума анчӑк усрамаҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9894Ака туман ҫыннӑн та хырӑмӗ пур.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9895Ака уйӑхӗнче ыйхӑ — авӑн уйӑхӗнче хуйхӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9896Ака шӑхӑрмасӑр утмас.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9897Акакан пӗлмест, выракан пӗлет.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9898Акаканӗ пулмасан выракан пулас ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9900Акара — авӑн, хӑнара — савӑн.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9901Акма лайӑх йӗпелле, вырма лайӑх типӗлле.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9902Акман ана ҫине ҫурла йӑтса каймаҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9903Акман вире вырса илеймӗн.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9904Акман ҫӗрте вырас хуйхӑ та ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9905Акнӑ чухне ҫухатни вырнӑ чухне тупӑнать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9906Акса шӑтманнине куҫҫульпе шӑварса ӳстереймӗн.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9907Ал пӗлмен ӗҫе мӗншӗн тытса пӑсмалла?Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9908Ал пӗлнине айтар та айтар.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9909Ал пӗлнине пӳ ҫӗклет теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9910Ал ҫитнӗ ҫӗре ал пырать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9911Ал-ура ӗҫе хӑнӑхиччен алӑ хут та йӑнӑшан.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9912Ал-ура ӗҫпе пиҫменрен хӑпарать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9913Ал-ура пур ҫинче ахаль ларнй килӗшмест.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9914Ал-урана ӗҫпе пиҫӗхтер.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9915Ала витӗр тухмасан пӳрне витӗр ала.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9916Алама ӗҫ алла килмест.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9917Алама ӗҫ тӑвиччен аллуна ҫӑкӑр тыт.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9918Алӑ ӑҫталла, ҫанӑ та унталла.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9919Алӑ вырӑнне ура ӗҫлемест.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9920Алӑ ӗҫ тума пӗлмесен Турӑ та пулӑшас ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9921Алӑ ӗҫӗ алӑ ӗҫ, хырӑм ӗҫӗ пӗрре ҫеҫ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9922Алӑ ӗҫчен пултӑр, чӗлхе япшар пултӑр.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9923Алӑ мӗн тунине пуҫ пӗлсе тӑтӑр.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9924Алӑ пӗлсен — атӑҫӑ, пуҫа килсен — пушмакҫӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9925Алӑ пур ҫинче ал ӗҫ пӗлменни аван мар.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9926Алӑ пуҫран ан ирттӗр.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9927Алӑ пушӑ тӑрсан пушӑт тыт.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9928Алӑ пымасан ӗҫ тӑвӑнмасть.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
9929Алӑ ҫапни — сӑмах татни.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх